Ухсай Яккӑвӗ ҫуралнӑранпа 110 ҫул ҫитнине халалласа Пушкӑрт Республикинчи Пелепей районӗнчи Слакпуҫ шкулӗнче регионсем хушшинчи «Ухсайские чтения» наукӑпа практика конференцийӗ иртрӗ. Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем конференцие онлайн мелпе хастаррӑн хутшӑнчӗҫ. Иванова Венера Валентиновна «Илемлӗ вулав» номинацире Ухсайӑн «Хыпар» сӑввипе тав хутне тивӗҫрӗ.
Вӗренекенсем хушшинче иртнӗ «Юратрӑм эп, хирсем, сире» конкурсра 6в класра вӗренекен Степанова Елена «Йӗтес» сӑвӑпа хутшӑнчӗ.
Видеосене ҫак ссылкӑсемпе пӑхма пултаратӑр:
https://disk.yandex.ru/d/Qr0Zur2xWt7qUQ
https://disk.yandex.ru/i/GlFOCZAnRi984w