Çак тĕлпулупа «Мухтавлă ентешсен» çулталăкне пуçларăмăр.
Пирĕн патра хăнара хисеплĕ
Чăваш халăх поэчĕ, телейлĕ çын Валери Туркай пулчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе
паллаштарчĕ. Хăйĕн калаçăвĕнче пурнăçра каçару ыйтма, каçарма, тав тума
вĕренмеллине палăртса хăварчĕ. Пултаруллă поэт шкул тата Паваркассинчи ял
вулавăшĕсене хăй çырнă тата куçарнă сăвăсен кĕнекисене парнелерĕ. Кирек мĕнле
сăвва та илемлĕ те хавхалануллă вулама вĕрентсе мастер-класс ирттерчĕ. Музей
экспоначĕсемпе паллашнă май: «Пысăк мар пулсан та - чаплă та пуян музей», -
терĕ.
«Çăлкуç» кружок членĕсем
Туркайăн Чăваш ене хаклама, тăван халăха хисеплеме, чăваш чĕлхин хăватне
ĕненме, çутçанталăк илемне туйма вĕрентекен сăввисене вуларĕç. Сăвăсем сăнарлăх
енĕпе те, сăмах пуянлăхĕпе те пысăк вырăн йышăнса тăнине палăртрĕç. Паваркасси
ял вулавăшĕн ертÿçи А.В. Николаева «В. Туркай – сăмах ăсти» куравпа
паллаштарчĕ.