Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Чурачăкри вăтам шкулта Чăваш
чĕлхи кунне халалласа 5-мĕш класра «Эп - чăваш ачи» вăйă урок иртрĕ. Вăйă
вăхăтӗнче вӗсен чăваш чӗлхипе тата литературипе, тăван ен культурипе ҫыхăннă
кăсăклă ыйтусем ҫине хуравламалла пулчӗ. Ачасем виҫĕ ушкăн пайланса тупăшрĕҫ:
кроссвордсем турĕҫ, ребуссем шутларĕҫ, пуҫватмăшсем шĕкĕлчерĕҫ. 3-мĕш ушкăн
пуринчен те маттуртарах пулни курăнчĕ.