Новости из структурного подразделения в д.Поваркасы - "Чăвашлăхпа мăнаҫланар"



Чăваш чӗлхи кунне халалланă эрнере шкулта тухăҫлă та кăсăклă ӗҫсем туса ирттертӗмӗр.

Пӗтӗм чăваш диктантне 14 ача тата 2 вӗрентекен хутшăнчӗҫ.

8 класс вӗренекенӗсем И.Я.Яковлев пурнăҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарма «Манăҫми ят» стенд хатӗрлерӗҫ.

Мухтавлă ентешсене халалласа иртттернӗ диктант-олимпиадăра 6 вӗрентекен хутшăнса призер ятне тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

«Эпӗ чăвашла калаҫатăп» акцире 7 класс вӗренекенӗсем «Андриян Николаева», Андреева Екатерина «Асăрханăр: ман тăван чӗлхем» сăвăсем вуласа хутшăнчӗҫ.

Регионсен шайӗнче иртнӗ «Манăҫми ятсен ҫухалмӗ чапӗ» викторинăра Семенова Ариана тата Федорова Татьяна хутшăнчӗҫ.

Республика шайӗнчи «Чӗрӗ сăмах» конкурсра Николаев Антон 2 вырăна, Петров Ярослав сертификат илме тивӗҫлӗ пулчӗҫ.

6 класс вӗренекенӗсем «Раҫҫей поэчӗсем тăван чӗлхе ҫинчен» литература урокӗнче К.Кулиев, Г.Тукай, Ухсай Яккăвӗн сăввисемпе паллашрӗҫ.

«Ҫăлкуҫ» кружок членӗсем районта иртнӗ «Театр ҫăлкуҫӗсем» конкурсра 2 вырăна тивӗҫрӗҫ.

Мухтавлă ентеш-художниксене халалласа «Илемлӗ, илемлӗ» фотокосплей курав йӗркелерӗҫ. (фотокосплей куравпа паллашмалли ссылка https://vk.com/wall582000320_541)

Источник: Чăваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова В.В.