Новости из структурного подразделения в д.Поваркасы - "Чӑваш тӗрри – халӑхӑн кун-ҫулӗ"



Чӑваш тӗрри кунне халалласа «Чӑваш тӗрри-халӑхӑн кун-ҫулӗ» тӗлпулу иртрӗ. Паваркасси ялӗнчи Осипова Мальвина Васильевна тата Григорьева Галина Николаевна тӗрӗҫӗсем хӑйсен ӗҫӗсемпе паллаштарчӗҫ. Чӑваш тӗрри-эрешӗ илемлӗ кӑна мар, калама ҫук пуян пулнине аса илтерчӗҫ. Тӗрӗ ӑсти – чӑваш хӗрарӑмӗ – тирпейлӗ, ҫав вӑхӑтрах чӑтӑмлӑ пулнине палӑртрӗҫ. «Ҫамрӑк тӗрӗҫӗсем» ӑсталӑх лаҫҫинче пӗчӗк тӗрӗ тума вӗрентрӗҫ.

Источник: Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова В.В., кӗҫӗн класс ачисене вӗрентекен Николаева Л.А.

Фотогалерея