Новости из структурного подразделения в д.Поваркасы - "Эп чӑваш! Чӑвашла калаҫатӑп. Ман ӑшра чӑваш юнӗ чупать"



Тӗнчери халӑхсен тӑван чӗлхе кунӗнче уроксенче вӗрентекенсем те ачасем те тӑван чӑваш чӗлхепе анчах калаҫрӗҫ.

5 тата 6 класра вӗренекенсем «Выляр–ха тӑван чӗлхене савса» конкурсра тупӑшрӗҫ.

Кӗҫӗн класс вӗренекенӗсем чӑваш тумӗпе паллашрӗҫ, пуканесене илемлӗ кӗпе–йӗм тӑхӑнтартрӗҫ.

Тӑххӑрмӗшсем вырӑс тата ытти халӑхсен поэчӗсемпе писателӗсен хайлавӗсене чӑвашла янраттарчӗҫ.

Улттӑмӗшсем чӑваш халӑх сӑрӑ ӳнерҫисем ҫинчен калаҫрӗҫ, вӗсен ӗҫӗсемпе паллашрӗҫ.

7 тата 8 класс ачисем «Ҫамрӑк чӗлхеҫӗсем» викторинӑра вӑй виҫрӗҫ.

Иванов Алексей В.Туркайӑн «Эп тӑван чӗлхепе калаҫатӑп» сӑвва вуласа «Эпӗ чӑвашла калаҫатӑп» акцие хутшӑнчӗ.

Шкула хӑнана килнӗ ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан Николаев Константин ачасемпе чӑвашла калаҫрӗ. Тӑван чӗлхене юратма, хисеплеме чӗнсе каларӗ.

Источник: Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекен Иванова В.В. Кӗҫӗн класс ачисене вӗрентекен Николаева Л.А.

Фотогалерея