Неделя родного языка



Нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕ - Пĕтĕм тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ. Чĕлхе культурăна тата халăх хăй евĕрлĕхне упраса пыракан тĕп инструмент шутланать. ЮНЕСКО шучĕпе, çĕр чǎмǎрĕ çинче пĕтĕмпе 6000 тĕрлĕ чĕлхе. 6 пин чĕлхерен çурри çывăх вăхăтра çухалма пултарать. Çĕр чăмăрĕ çинчи чĕлхесене упраса хăварас тĕллепе Тăван чĕлхе кунне йĕркеленĕ те.

Пĕтĕм тĕнчери чĕлхесен кунне паллă тума 1999-мĕш чÿк уйăхĕнче ЮНЕСКО организацийĕн Аслă конференцийĕнче каласа хăварнă. Пĕрремĕш хут ăна 2000 çулта нарăс уйăхĕн 21-мĕшĕнче паллă тунă.

Мĕн пур чĕлхене йышăнни тата хисеплени тăнăçлăха упрать. Кашни чĕлхе хăйне евĕр, унра халăх менталитечĕ тата йăли-йĕрки палăрать.

Иван Яковлевич Яковлев та «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук» тенĕ. Эпир, Чурачӑкри вăтам шкулта вĕренекенсемпе вĕрентекенсем çак сăмахсене тĕпе хурса Тăван чĕлхе эрнине ирттертĕмĕр. Çак эрне нарăсăн 19-мĕшĕнче «Чӑваш чĕлхи – тӑван чĕлхе» кĕнекесен выставкипе уçӑлчĕ. Кашни класрах тăван чĕлхе çинчен калаçрăмăр, чăваш чĕлхине упрасси çамрăк ăрура пулнине палăртса хăвартăмăр, чăваш чĕлхин илемне туйма тăрăшрăмăр.

Нарӑсӑн 20-мĕшĕнче 5б класра вĕренекенсемпе ««Чӑваш чĕлхи – анне чĕлхи» ятлӑ вӑйӑ-урок ирттертĕмĕр. Икĕ ушкӑн – «Маттурсемпе» «Чиперуксем» - пĕр-пĕринпе ӑмӑртрĕç. Тӑван чĕлхепе литературӑна «Чиперуксем» лайӑхрах пĕлни палӑрчĕ, вĕсем мала тухрĕç. Маттурсем!

Çак кунах 6а класра вĕренекенсем чӑваш çыравçисен хайлавĕсем тӑрӑх илемлĕ ӳкерчĕксем ӑсталарĕç. Чи лайӑххисенчен «Чӑваш çыравçисен хайлавĕсем тӑрӑх ӳкеретпĕр» выставка йĕркелерĕмĕр.

Нарăсăн 21-мĕшĕнче 7а класра вĕренекенсемпе «Тăван чĕлхе пуянлăхĕ" вăйă-урок иртрĕ. Ачасем тăван чĕлхе çинчен калакан сăвăсене вуларĕç, пуҫватмăшсен тупсăмĕсене тупрĕç, грамматика вăййисем вылярĕç. Мĕн авалтанпа упранса юлнă чĕлхемĕр мĕнле илемлĕ çепĕç, хаклă, пуян пулни курăнчĕ.

Нарăсăн 22-мĕшĕнче 8-мĕш классем хушшинче «Литературăри тăван чĕлхе мухтавлăхĕ» викторина иртрĕ. Вĕренекенсем тăван литературăри чĕлхе ҫинчен калакан хайлавсене пĕлнине тĕрĕслерĕҫ. Ачасем тăван чĕлхене упрасси тата аталантарасси, хисеплесси вĕсенчен килнине палăртрĕç.

Хĕрÿ ĕç пурин кăмăлне те кайрĕ. Чăваш сăмахĕ, чăваш ачин сасси малалла та уççăн янрасса шансах тăратпăр.


Источник: Чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенсем Аристархова И.В., Андреева М.И.

Фотогалерея