Семинар в Ульяновске



2025 ҫулхи февралӗн 14-мӗшӗнче Ульяновск хулин 57-мӗш вӑтам шкулӗнче «Культура диалогĕн хутлăхĕнче уроксенчи тата урок хыççăнхи ĕçсене пурнăçа кĕртнин опычĕ» («Опыт реализации урочной и внеурочной деятельности в контексте диалога культур») практика семинарĕ иртнӗ.

Семинар ӗҫне Ҫӗрпӳ МО чӑваш чӗлхипе литературин 18 вӗрентекенӗ хутшӑннӑ.

Мероприятие хутшӑнакансене "Вӗренӳ аталанӑвӗн институчӗн" директорӗ Сергей Андреев тата Ульяновск облаҫӗнчи ытти официаллӑ ҫынсем сӑмах каланӑ. Унтан семинара хутшӑнакансене кӑсӑклӑ мастер-классем, уҫӑ уроксемпе тухса калаҫусем кӗтнӗ.

"Тӑван чӗлхепе культурӑна упраса хӑварас ӗҫре шкул, ҫемье тата социокультура хутлӑхӗ пӗр-пӗринпе çыхӑнса ĕҫлени" темӑпа доклада Опытнăй вăтам шкулĕнче ĕçлекен Татьяна Николаевна Петрова тата пирӗн шкулти чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Андреева Мальвина Ивановна сӑмах тухса каларӗç.

Педагогсем пĕтĕмлетÿсем тунă чухне мероприятин практикӑллӑ ҫул-йӗрне тата вӗрентÿллĕ характерне палӑртрӗҫ, организаторсене тав турӗҫ.

Семинар хыççӑн Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗн музейӗнче пулса курчӗç.

Источник: Чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Андреева М.И.

Фотогалерея