Подведены итоги Интернет-олимпиады

Подведены итоги Интернет-олимпиады



Кӑрлач уйӑхӗн 30–мӗшӗнче чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе интернет олимпиада иртрӗ. Олимпиадăна Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ çулсерен ачасене халăх культурипе, ăс-хакăлпа шухăш-кăмăл пуянлăхĕпе паллаштарас, шкул ачисене чăваш чĕлхипе, литературипе тата культурипе тĕпчев ĕçне явăçтарас тĕллевпе ирттерет.

Кăçалхи олимпиадăна Чăваш Республикин тата республика тулашĕнчи вĕренÿ организацийĕсен 5–11 класĕсенче вĕренекен тăват çĕр ытла ача хутшăнчĕ, çав шутра – республика тулашĕнчен – 26 ача.

Вӗсен шутӗнче пирӗн шкулта 6а класра вӗренекен Моргунова Дарья та пур. Вӑл призёр ятне тивӗçнӗ.

Дашӑна саламлатпăр, вĕренÿре ăнăçу, хастарлăх сунатпăр.

Источник: Чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Андреева М.И.