Итоги конкурса ораторов

Итоги конкурса ораторов



Кăрлач тата нарăс уйăхĕсенче Раççейри Тăван çĕр-шыв хӳтĕлевçин çулталăкне тата Чăваш Енри Çĕнтерӳпе патриотлăх çулталăкне халалланă «Упрар тăван чĕлхемĕре» оратор ăсталăхĕн республика конкурсĕ иртрĕ.

Конкурс икĕ тапхăрпа иртрĕ: муниципалитет тапхăрĕ тата республика тапхăрĕ. Конкурсăн пĕрремĕш тапхăрне Чăваш Республикинче тата ун тулашĕнче вырнаçнă вĕренӳ организацийĕсен 5–6-мĕш класĕсенче чăваш чĕлхи вĕренекен кашни ача хăй кăмăлĕпе хутшăнма пултарчĕ. Иккĕмĕш тапхăра хутшăнма муниципалитет шайĕнче мала тухнă 38 ачана ирĕк пачĕç. Вĕсен шутĕнче Тутар Республикин тата Ульяновск облаçĕн шкулĕсенче вĕренекен ачасем те пулчĕç.

Конкурса хутшăнакансем «Мухтав сана, Тăван çĕр-шыв хӳтелевçи!», «Тăван çĕр-шыва хӳтĕлекенсем – Раççейĕн шанчăклă ывăлĕсем!», «Ман пуласлăхăм – Тăван çĕр-шыв тăнăçлăхĕнче» темăсемпе калаçнă видеоматериал ярса пачĕç.

Çак конкурсра пирӗн шкулта 5-мӗш класра вӗренекен Иванова Алиса та палӑрчӗ. Муниципалитет шайӗнче 1-мӗш вырӑн йышӑнса республика тапхӑрне хутшӑнма пултарчӗ. 5-мӗш классем хушшинче «Мухтав сана, Тăван çĕр-шыв хӳтӗлевçи!» темӑпа калаçса çӗнтерӳçӗ пулса тӑчӗ. Чăваш Республикин Вĕренӳ министерствин дипломне тивĕçрĕ.

Маттур, Алиса! Малашне те сана пысӑк çитӗнӳсем сунатпӑр!

 

https://cloud.mail.ru/public/LWJX/aFpEFZ8o5


Источник: Чӑваш чӗлхипе литература учителӗ Андреева М.И.